| 1883 | Йытӑпа кушак та юлташ. | Йытӑ |
| 1884 | Йытӑпа кушак типӗ тытмаҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1885 | Йытӑпа кушакӑн та ячӗсем пур. | Йытӑ |
| 1880 | Йытӑпа ҫулӑхан — йӗм ҫурӑлать, пуянпа ҫулӑхан — пуҫ ҫурӑлать. | Йытӑ |
| 1886 | Йытӑран йытӑ ҫуралать, ыр ҫынтан ыр ҫын ҫуралать. | Йытӑ |
| 1887 | Йытӑран тилӗ тума ҫук. | Йытӑ |
| 1888 | Йытӑсем хушшинче йытӑллах вӗрес пулать. | Йытӑ |
| 1889 | Йытта ан вӑрҫтар, ҫыртса илӗ. | Йытӑ |
| 1890 | Йытта ан йӗкӗлте. | Йытӑ |
| 1891 | Йытта ачашла та, алран туя ан яр. | Йытӑ |
| 1892 | Йытта вӗрме сӑлтав кирлӗ. | Йытӑ |
| 1893 | Йытта йытӑ вилӗмӗ. | Йытӑ |
| 1895 | Йытта перӗн — хуҫине лектерӗн. | Йытӑ |
| 1894 | Йытта пӗр илентерсен хӗнесе те сивӗтеймӗн. | Йытӑ |
| 1896 | Йытта ҫын ячӗ хумаҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1898 | Йытта та ирӗксӗр сунара илсе кайма ҫук. | Йытӑ |
| 1897 | Йытта тӗсне кура ят параҫҫӗ, ҫынна ӑсне кура хак параҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1899 | Йытта хӗнес текен хуллине те тупать. | Йытӑ |
| 1900 | Йытта чуптусан та кушака чуптума юрамасть. | Йытӑ |
| 1901 | Йытта шан, арӑма ан шан. | Йытӑ |
| 1902 | Йытта шанма ҫук, унӑн хӳри кукӑр. | Йытӑ |
| 1903 | Йытта шӑмӑ ытлашши мар. | Йытӑ |
| 1904 | Йыттӑн тӗкӗ таса мар, ӑшӗ таса; кушакӑн тӗке таса, ӑшӗ таса мар. | Йытӑ |
| 1905 | Йыттӑн ури тӑрантать. | Йытӑ |
| 1876 | Йыттӑн хӳри кукӑр, вӑррӑн — алли. | Йытӑ |
| 1906 | Йыттӑн хӳри кукӑр, пуян ҫыннӑн алли кукӑр. | Йытӑ |
| 1877 | Йыттӑн хӳри кукӑр, уна шанма ҫук теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1907 | Йытти йышне палламасть теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1908 | Йытти лашине: «Лав туртасси, суха тӑвасси пысӑк ӗҫ тетним», — тесе калать тет. | Йытӑ |
| 1909 | Йытти хӳрине хушать. | Йытӑ |
| 1910 | Йытти шанчӑклӑ пулсан хуралҫӑ та тӗлӗрме хӑрамасть. | Йытӑ |
| 1911 | Йытти шӑмӑ кӑшлать, вӑрри кӗлет пушатать, хуҫи йытта шанса ҫывӑрать. | Йытӑ |
| 1912 | Йыттине хӑвала та вырӑнне вырт. | Йытӑ |
| 1913 | Йыхӑрма пӗлсен йытӑ та туслашать. | Йытӑ |
| 1914 | Йыхӑрса тытайман йытта юнаса тытаймӑн. | Йытӑ |
| 2413 | Кайӑк пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать. | Кайӑк-кӗшӗк |
| 2412 | Кайӑк та хӑйне пӳрт тӑвать. | Кайӑк-кӗшӗк |
| 2414 | Кайӑк тирӗ те виҫӗ ҫула пынӑ. | Кайӑк-кӗшӗк |
| 2361 | Кантӑр вӑрри — тырӑ мар, чӑхӑ — выльӑх мар. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2012 | Капан айӗнче шӑши вилмест. | Кушак — Шӑши |
| 1677 | Картман выльӑх карта пуҫ пулнӑ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1915 | Касак йытти карсак тытать. | Йытӑ |
| 1788 | Каскӑн ӗненне Турӑ мӑйрака ӳстермен тет. | Ӗне |
| 1626 | Касса янӑ юман тункати ҫумне ҫыпҫӑнмасть. | Юман |
| 1944 | Кач такинӗн ҫӑмӗ тесен ҫӑмӗ ҫук, сӗчӗ тесен сӗчӗ ҫук. | Качака |
| 1945 | Качака ӑсӗ ҫиллинче тет. | Качака |
| 1946 | Качака купӑста касма ӑста, сысна паранкӑ кӑларма ӑста, кушак хуран тасатма ӑста. | Качака |
| 1947 | Качака сӗтне тутанса пӑхсан карчӑка та каччӑ шухӑшӗ килсе кӗнӗ тет. | Качака |
| 1948 | Качака сутнӑ чух васкама хушман. | Качака |
| 1949 | Качака хӳре тӑратсан сурӑх та хӳре тӑратать. | Качака |